Хетис
Курӑнакан калӑплав
Хетис (арап. الحديث) — Мӑсӑльман пӗрлешӗвӗн пурнӑҫӗнчи тӗн-йӗрке ыйтӑвӗсене хускатакан Мухаммет пихампар каланӑ сӑмахсем е вӑл тунӑ ӗҫсем ҫинчен халапсем. Хетис — Мӑхамат пихампар калӑвӗ (кавӑль), ырлавӗ (тӗкрир), сӑнарӗ (веспи) е тӑвӑмӗ (пил), вӗсене пурне те пӗрлештерсен Сунна пулса тухать. Сунна вара мӗн пур мӑсӑльмансем валли шӗрихете никӗслекен тӗслӗх шутланать.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хетис сӑмах арап чӗлхинче «ҫӗнӗ», «калаҫу», «халап», «калав» пӗлтерӗшсемпе ҫӳрет.